ленттĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лента. В. Олг. Кăловой ленттĕ (хĕрсем çиттони вĕçе çыхаччĕ), симĕс, сарă ленттĕ. В. Олг. Симĕс ленттĕ. Б. Яныши. Эпир ленттине (ленту для измерения) чăсрăмăр та, виçе пуçларăмăр. Якейк. † Симĕс ленттĕ варличчĕ, систермесĕр порнсаччĕ, кăçалхи çол сисрĕç поль. (Солд. п.). Сунт. Пуш ураппа ял патнелле хĕрсем килеç юрттарса, ленттисене вĕлкĕштерсе, ура çине яшт тăрса. Козм. † Çиттуни вĕçĕнче лентти вĕçет вăль-вăль-валь!