йăпăлтат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jы̆бы̆лдат), ласкаться, примазываться, льстить (кому-либо) Юрк. Çумра выртнă чухне йăпăлтатнине курсан, тилĕ юлашкине те курать. Б. Олг. Çын çиленсе лараччĕ; он патне пырса, тепри (с б) йăпăлтатат. N. Ăна кошак пак йăпăлтатас полăть. К нему надо приласкаться, льстить, прилаживаться. Янгильд. Микихвăр салтак, тотăра кĕсияран кăларса, силлесе кăтартрĕ те, йытă йăпăлтатма поçларĕ (начала ласкаться). Сред. Юм. Кăштепĕр этем йăпăлтатакан çынна йоратать. Некоторые любят льстецов. О сохр. здор. Вăл (собака) ура пуçласан, салхуланать, хуçисене йăпăлтатмасть. Ст. Чек. Йăпăлтатса çӳрет, льстит. Йăпăлтат ― user de mots couverts, говорить загадками. || Гл., подр лижущему языку кошки. КС. Кушак чĕлхи йăпăлтатать.