вĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, подр. движениям быстро разлетающихся или шумно кишащих насекомых. Орау. Пĕр карчăк туя йăтса тухрĕ те, чипер вылякан ачасем, шăнасем пек, вĕр-р-р сирĕлчĕç. Ч.С. Çырма хĕррине çитрĕмĕр те, çырмара çынсем темĕн чухлĕ, вĕлле хурчĕсем пек вĕр, вĕр, вĕр! вĕрĕлтетсе, шавласа тăраççĕ. Лебеж. Вĕр, вĕр вĕрене, вĕрене варри вĕр ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Вĕлле хурчĕ). Салагаево. Вĕр, вĕр ылттăн, вĕр ылттăн, çуппи-çаппи пин ылттăн. (Хурт уйăрни). || В перен. см. выраж. тоску. Ст. Чек. Майкка (Марья) асне килсессĕн, чунĕ вĕр-вĕр тăват-çке (тоскует).