вĕче - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вэ̆ζ'э, вэ̆џ̌э), область между ребрами и os ilium; бедро. КС. Вĕче ― бедро. Якейк. Вĕче тесе, çынне пĕçĕ тăррипе айăкшăнни хошшине калаççĕ. Ст. Чек. Унăн вĕчи çук (болит), лараймас. Ib. Ку ватă çын вĕчесĕр аптăрат (у него болит ниже ребер). Ib. Вĕче ― подвздошная кость. Толст. Кусене пĕр ватă йытă тĕл пулчĕ, тет; вăл вĕчине аран-аран сĕтĕрсе пырать, тет. Сред. Юм. Аякран, пôшă çĕртен, çапсан: вĕче çинчен çапрĕ, теççĕ. И. С. Степ. Вĕче, чресла. ‖ Орау. Пилĕкпе хӳре ђикки хушшинчи вырăна вĕче тиççĕ (у лошади). ‖ К.-Кушки. Малти вĕчи çӳлĕ лаша вăйлă пулат.