вĕчеш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вэ̆џ̌эш), спорить, вздорить; держать пари. Сред. Юм. Ытла пит пор çынпа та вĕчешме хытланса çӳрет-ха ô; пĕрер лекет халь, те ôна ôн пирки. Ib. Мĕнле пĕр май çынпа вĕчешес-çиç килсе çӳрет пȏль ȏлă. Ib. СПВВ МА. Айта, мĕн çинчен вĕчешен? Мĕн япала памалла тавлашан? Хорачка. Мĕн вĕчешес (чит. (вэ̆чэжэс)! теччĕ (спорить на словах). Ib. Топăшша тăрат, вĕчешше. Тюрл. Вĕчешше нимĕскер тума хошман. Не велено ничего делать на спор.