васка - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
торопиться, спешить. Юрк. Васкакан арăмĕнчен савăнман. Хăвăрт авлансан, теплескер пулат, тетĕп. Сред. Юм. Васканă-çĕм мăя тôтăр çыхма та астуман. СПВВ. ПВ. «Васканни çитермен, пӳрни çитернĕ». (Послов.). Беседа. чув. 2. «Васкарах парас! Ну!» терĕ пĕр Микулай ятлă çын; лашине нушăпа çапрĕ те, хытăрах юрттара пуçларĕ. Цив. Урайне шăлма та васкаççĕ, ачисене чарма та васкаççĕ (женщины). Регули 1445. Эпĕр васкатпăр, ыран пирĕн пĕтересчĕ кона.