вăпăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что вупăр. Магн. М. 146, 147. Н. Карм. Хăш çынна чирлетет: вăпăр çулăхнă, теççĕ; хаш çынпа, выльăха та, чĕкĕртет. Вăпăр çулăхсан, пилеш йывăçне, куç пăсăлсассăн, куçа сĕреççĕ, вар-витти пулсассăн, вĕретсе ĕçеççĕ. Ходар. Тырра вăпăр ан çитĕр, тесе, ăна (рябину-пилеш) кĕлете, тырă пури çине, кӳртсе хураççĕ. СПВВ. ВА. «Вăпăрлă çын — человек чующий». Бгтр. Вăпăр пусни — кошмар. Ст. Ганьк. Çил вăп(ă)ри, хĕвел вăп(ă)ри, шыв вăп(ă)ри, вил-кил-кайăк вăп(ă)ри, укçа вăпри, вутлă вăпăр. Пшкрт. Вăпăр (вŏβŏл) çиет. Происходит затмение солнца. Ядр. Вăпăр — упырь.