ыран - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ыран), завтра. Орау. Ыран кил, вара туя çĕн атăпа каян. (Иносказательное выражение?). Юрк. Ку çăмăлăрпа (по этому делу) эсир ман патма ыран килĕр. N. Паян тутă-тăк, ыран-хишĕл ан хуйхăр: ыран урлă çĕр пур, теççĕ (т.-е. до завтра еще остается целая ночь). Завражн. Сорхори ыран полать тенĕ чох тин (только накануне) киле тохса карăмăр. IЬ. Сорхори ыран полать тенĕ кон киле çитрĕмĕр. Изамб. Т. Ыран вырма каяс тенĕ чухне (накануне жатвы). Ыран туй пулас, тенĕ чухне (накануне свадьбы), аякри хурăнташĕсем килеççĕ. Рег. 1183. Ыранпа паян (сегодня и завтра) ĕçлĕпĕр. Чист. Раштав ыран тесен (накануне Рождества), каççине кĕлле каяççĕ. Пухтел. Ыран мар, пĕр куна, после завтра. К.-Кушки. Кăçал пирĕн ут çулма Питравкка ыран тесен (накануне Петрова дня) тухрĕç.