ыт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ыт), слишком, чрезвычайно. † Çирĕкрен кĕпер хывтартам — ыт лутраран шыв илчĕ. Сикт. Йĕтĕн тутри пĕтертĕм — ыт çинçерен çил илчĕ (сдуло ветром). Альш. † Шурта шуркут йăвисем ыт нумай, чĕкеç явисене çитес çук. † Манăн тутăр ыт нумай, чăнтăр тытни пĕрехçех. † Пире саван ыт нумай, турă çырни пĕрехçех. Л. Кошки. Çӳлте çăлтăр пит нумай, çĕрте çути ыт сахал. Ч. Й. Ыт ухмахах, тесе ан калăр. N. Ыт салху çке, мĕн пулнă кăна? терĕм. Ч. С. Тен (= пожалуй) çăмăр çăвĕ, каçчен ыт нумаях çулияс çук, терĕ (= не очень много накосишь). || Иногда ставится лишь для усиления или для более резкого выражения противоположности. Рег. 1412. Ыт ман чолах ĕçлимаçть вăл. Он не может сработать с мое (т.-е. работать так, как я). Ч. Й. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, ыт çĕр çинчен мар, чул çинчен. Курм. † Е татăлса ӳксессĕн, çын ачисам топсассăн? — ыт ахачах памĕç-çке! Тимĕрçел. † Пĕрле ӳснĕ ямака (о невесте): ыт уярăлме, терĕçĕ — уярăлас кунĕ паян-мĕн! || КС. Ыт апла тăвиччен... Чем так делать, лучше... КС. Пырĕ, ыт тип çăккăр çияччен. (Все-таки) лучше, чем есть сухой хлеб.