Виçерен тух - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Виçерен [çемĕрен, картран, чикĕрен] тух переходить / перейти границы дозволенного, выходить / выйти из себя.
Анчах ку хĕр [Хветтис] картран тухса кулаканни мар. Виçерен иртмест вăл. В. Ухли. Титăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Çапах та колхоз председателĕ хăйне мĕнлерех тытмаллине чухлать. Вăл нихçан та сасартăк виçерен тухмасть. В. Алентей. Учитель шкулта çук чухне хăш-пĕр ачисем чикĕрен тухса ашкăннă. С. Элкер.