Ирĕке тух - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ирĕке тух 1. освобождаться / освободиться (1. стать свободным, независимым; приобрести свободу; 2. стать свободным, располагающим временем, не занятым делами).
1. Ирĕке тухас шанчăка çухатма пуçланă çынсем трук савăнса ӳкрĕç. М. Кипек. 2. Ирĕке тухнă бригада сывлăш çавăрса ассăн сывласа ярсан, Чапаев каллех шуррисен çарне тустарма тытăнать. В. Бурнаевский.