Куç ил - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Куç ил отрывать [отводить] / оторвать [отвести] взгляд от кого-чего.
Старик хăйпе юнашар утса пыракан Стасик çинчен куçне илет те Соня еннелле пăхать. Хв. Уяр. Çăлтăр витĕр курнакан Салтак çул-йĕрĕ çинчен Асăнатăн-ши, тăван, Пĕлĕтрен куçна илсен? П. Хусанкай. Вăл, çуна çинче хыçалалла пăхса лараканскер, йăмраллă тăван ял çинчен нумайччен куç илмерĕ. В. Алентей.