Пăкки шанчĕ - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Пăкки шанчĕ (шаннă) 1. ослабел кто; 2. потерял авторит ет кто.
1. Пĕлетĕп эпĕ, пăкки ун шанĕ. С. Шавли. — Ман шухăшпа, фрицсем текех урма пултараймаççĕ, — терĕ блиндажра калаçса ларакан салтаксенчен пĕри. — Хевти лĕнчĕрех кайнă. Пăкки шаннă, теççĕ ун пек чухне пирĕн. А. Алка. 2. Макара Лисорсен ампарĕнче тупнă çăра каллех аса килчĕ: — Апла иккен, анчах пăкки тинех шанчĕ пулас кулакăн. С. Аслан.