Пуç каçăрт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Пуç каçăрт задирать / задрать голову (гордиться, важничать); син.: пуçа ух, пуçна асла хыв, кăкăра каçăрт, хăвна ху çӳле тыт, хăвна ху асла [пысăка] хур, хăвна асла карт.
Каçăртать пуль-ха пуçне, Ан шарла. П. Хусанкай. Эсĕ ху пуç каçăртса çӳретĕн, Элеке ĕненетĕн, иçмасса. Вĕçев. Пуçлăх каллех парада тухнă салтак пек пуçне каçăртнине курсан, Мышкин хĕпĕртесе ӳкрĕ. М. Кипек.