Сăмахшăн кивçене каймасть - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сăмахшăн кивçене каймасть за словом в карман не лезет / не полезет кто.
Уй-хир çынни, мĕн каласси, Каймасть сăмахшăн кивçене. А. Воровьев. [Кĕтерне:] Сăмахшăн кивçене каймасть вăл Елисар кум. А. Ĕçхĕл. — Ĕçсем çеç иртчĕр ăнăçлăн, Вăл йĕкĕте хамах эп тупăп! — Каймасть сăмахшăн кивçене, Сăмах килет çине-çине, Теприн вара çăварĕ хупă. А. Алка.