Сывлăш пӳлĕнет - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сывлăш пӳлĕнет [питĕрĕнет] дух захватывает [занимает] кого.
Оля вара хăй шăхăрма шутларĕ. Хытă пăлханнипе сывлăшĕ пӳлĕннĕ пуль çав — йĕркеллĕ шăхăраймарĕ вăл, çапах та шилетнĕ сасă каçхи шăплăхра самаях лайăх илтĕнчĕ. В. Паймен. Евлен çакна хăйĕн ăсĕпе мар, хăйĕн таса та çамрăк чунĕпе чухларĕ. Чĕри сиксе тапма пуçларĕ. Çавăнпа Петĕре тавăрса каланă чухне сывлăшĕ пӳлĕнесрен шикленсе, вăл нимĕн те шарламарĕ. Г. Краснов. Çакна илтсен, манăн савăннипе сывлăш питĕрĕнсе ларчĕ. Хыпар.