Тăнран яр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тăнран (тăнтан) яр сводить / свести с ума кого (1. одурять, помрачать сознание; 2. сильно увлекать, пленять, очаровывать; 3. мучить, выбивать из сил); син.: пуçа минрет, пуçа çавăр.
1. Прихут шкулĕсем, вĕрентсе уçăлтарас вырăнне, ачасене тăнран яратчĕç. 2. Эп шарламастăп. Мана [пулăçа], чăнах та, çав хĕр тăнран ячĕ. В. Алентей. Шăпчăксем тăнран яраççĕ, пĕлĕт янкăр. Çуркунне. П. Хусанкай. 3. Ура тупанĕнчен тата чĕркуççи шăммине кантарса çакнă вуникĕ килограмм йывăрăш кире муклашкисем тăнтан яраççĕ. В. Паймен.