Тĕл килет - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тĕл килет 1. приходится; 2. случается; 3. удаётся.
1. Кăçал темле майпа Урак ывăлĕпе тытăçса илме тĕл килчĕ. К. Турхан. Савнă мăшăрăн пăртак Савăнма тĕл килнĕ, тен. П. Хусанкай. 2. Таса чунлă этем умĕнче суйма тĕл килни намăслантарчĕ Энтрее. Н. Мранькка. Усал-тĕселе пĕлмен, тет, халăх, куççуль тăкма та тĕл килмен ун чух. Н. Патман. 3. Пĕр эрне каялла Люпука курма тĕл килсе çитрĕ. М. Исаев.