Ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиех - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиех
Ура тупанĕнчен (тупанĕсенчен) пуçласа пуç тӳпине çитиех (пуç тӳпи таран) с [от] головы до ног [до пят].
Алайăн çанçурăмĕ вĕриленчĕ. Умĕнче ахăрашса тăракан хуçана вăл ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпине çитиех тинкерчĕ. Митта П. Макара илсе кĕчĕç. Прапорщик ун çине ури тупанĕсенчен пуçласа пуç тӳпине çитичченех пăхса тухрĕ те кăвас икерчи пек тутисене кăшт култаран пек турĕ. М. Данилов-Чалтун. Унтан санаторие сывалма пынă çынна ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таран, анчах ним чухлĕ те кӳренмелле мар куçĕпе виçсе сăнарĕ. Ю. Званацкий.