Урлă выртана тăрăх çавăрмасть - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Урлă выртана тăрăх çавăрмасть [илсе хумасть] не повернёт вдоль то, что лежит поперёк (о человеке, который ничего не делает).
— Эй, çав Борис каланине Чикессĕм çук эп хăлхана. Урлă выртан пуленкене Вăл тăрăх çавăрса хуман. Г. Ефимов. Ĕне витинче ним йĕрки те çук иккен, арпа та кĕрпе темелле. Кунта урлă выртана тăрăх илсе хуманни пĕрре пăхсах курăнать. С. Аслан.