Услам ту - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Услам ту заниматься ростовщичеством, торговать, промышлять.
1. Çынсем тырă выраççĕ — вăл [Ентри] услам туса çӳрет. Н. Терентьев. Чиркӳре пулмалли тĕрĕсене таçти музейсене сутса услам тăватăн тесе вăрçать. А. Артемьев. Кукăр алăллă Микиш начартарах выртакан япалана пурне те килне сĕтĕрет, пахчинчи кашни улмипе, картинчи кашни чăххи-чĕппипе услам тума тăрăшать. В. Сатай.