Хăлха тăрат - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Хăлха (хăлхана, хăлхасене) (чăнк) тăрат навострить [насторожить] уши [слух], настораживаться / насторожиться, превращаться [обращаться] / превратиться [обратиться] в слух.
Сержант хăлхана чăнках тăратнă. Вăл вара тăшман сăртран мар, вăрмантан пенине тавçăрса илнĕ. Чăваш календарĕ. Ĕнисене кура хĕрарăмсем хăлхисене тăратрĕç. В. Паймен. Макçăм ирĕксĕрех пуçне çĕклесе Çтаппан çине пăхрĕ, хăлхине тăратрĕ. Н. Мранькка.