Чĕрене тыткăна ил - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чĕрене [чун-чĕрине, чуна] тыткăна ил покорять, очаровать, зачаровать кого.
Хĕр чăтаймарĕ ак, çĕр алă хĕрсе шăпăртатать кăна: Юрри-çке юмахран асамлă, Чуна вăл илчĕ тыткăна. А. Алка. Акă халĕ çав çĕнелнĕ, хăватланнă, тĕшшипе çаплах малтанхи пекех юлнă юрă темиçе çĕр çын чунне тыткăна илет. А. Артемьев. Килĕшрĕн эс мана, çав каçран пуçласа ман çамрăк чĕрене тыткăна илтĕн. А. Лазарева.