Шухăша кай - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Шухăша кай задумываться / задуматься, погружаться / погрузиться в размышления.
Ылтăн урапа çинче Питĕ тарăн шухăша Кайнă та пырать пĕччен Чаплă çын, Кĕлпук патша. Я. Ухсай. Йĕкĕт купăсне илчĕ те, çав-çавах шухăша кайса, ăна ĕнерме тытăнчĕ. Хв. Уяр. Шухăша кайса хăй тĕллĕн Тополь мамăкĕ вĕçет. А. Воровьев. Пĕр хурланса-и, пĕр савăнса-ши, тем шухăша каять тĕнче. В. Харитонов.