альтернатива - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Суйлама май паракан вариант(сем); суйлав мехелĕ. Урăхла нимĕнле альтернатива та çук Раççейĕн. Х-р, 17.06.1992, 2 с. 1990 çулта Аслă Совета суйланă чухне Етĕрне округĕпе пĕр кандидат çеçчĕ... Л.Софронов — хăйне майлă реформаторччĕ — «альтернатива кирлĕ» терĕ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Сăрă тĕсрен е хурçă тĕсĕнчен лайăххи çук теççĕ. Çапах альтернатива та пур — «çемçе» тĕссем. ÇХ, 1999, 10 /, 8 с. Вăл декан суйлавне альтернатива мелĕпе ирттерме ыйтса çырнă. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. — альтернатива шыра (В.Егоров, 1989, 42 с.). — ВЧС, 1971, 26 с.