аçтаха - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пиллĕкмĕшĕ. Кăçалхи çул Аçтаха çулталăкĕ шутланать. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Аçтаха паллипе çуралнисем тарап (кутăн) кăмăллă та кăра, анчах ĕçчен, пултаруллă. ЯБ, 1990, 1 /, 64 с. Мĕскĕн Кролик çулне асар-писер Аçтаха ылмаштарать. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Аçтаха çулĕнче) çуралнă çын. Кăçал телей — Аçтаха аллинче. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автанăн чи лайăх тусĕсем е мăшăрĕсем, Вăкăр, Çĕлен, Аçтаха. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Аçтахасен ... пĕрремĕш вырăнта — ĕç тата ӳсĕм картлашки. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.