атте - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Чиркӳ çыннине, манаха асăннă е чĕннĕ чухне ячĕ çумне хушăнакан сăмах. Введени кафедра соборĕн священ-нослужителĕ Апполинари атте. КЯ, 27.10.1989, 3 с. Иакинф атте Тобольскра пулнине тĕпчет иккен хăй. Я-в, 1995, 10 /, 93 с. Тĕн училищинче вĕренекенсем Михаил аттене, ректора, тăван ашшĕне юратнă пек юратаççĕ. ÇХ, 1996, 2 /, 4 с. Мăнастирĕн наместникĕ Савватий атте. Х-р, 21.09.2000, 2 с. — таса атте (Х-р, 24.05.2001, 2 с.; Ар, 2002, 39 /, 4 с.); çветтуй атте (ÇХ, 2001, 49 /, 12 с.).