аттелĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).