банкнот - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Хут укçа; банк билечĕ. Чăн-чăн банкнотсем çинче Шурă çуртăн чӳречисем çурри кăна уçă пек курăнаççĕ. К-н, 1968, 8 /, 11 с. Укçа кăларса тыттармалли вăхăт çитсен вăл банкнотсен тĕркине мар, хĕç-пăшал туртса кăларнă. ÇХ, 1999, 42 /, 4 с. Пурĕ 14 миллиард банкнота тĕрлĕ номиналпа пичетлесе кăлармалла. Х-р, 18.08.2000, 3 с. Ултавçă ... ăна [кинемее] 50 пин тенкĕлĕх укçа тыттарнă. Çапла, унашкал банкнот çук халь. Х-р, 31.01.2001, 1 с. — ВЧС, 1971, 31 с.; ЧВС, 1961, 54 с.; ВЧС, 1951, 26 с.