блок-пост - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Транспорта чарса тĕрĕслемешкĕн ятарласа йĕркеленĕ хурал вырăнĕ. [Салтаксем] блок-постсенче хуралта тăраççĕ, уйăхĕ-уйăхĕпе палаткăсенче пурăнаççĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 3 с. Милиционерсен блокпостне тапăннă бандăна ...хупăрласа илнĕ. Х-р, 10. 04.1998, 1 с. Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕччен Ингушетипе Чечен Республики хушшинчи блокпостсене хупă тытма йышăннă. Х-р, 25.02.2000, 2 с. Хăйсем [çар пуçĕсем] вара кăнтăрла та блок-постсенчен тухма хăраса лараççĕ. Ар, 2000, 10 /, 1 с. — танкистсен блок-посчĕ (ÇХ, 1997, 20 /, 3 с.); федераци çарĕсен блок-посчĕсем (Х-р, 31.03.2000, 1 с.). — танл., пеккет (Ашмарин, IX, 156 с.).