ваç-ваç - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Кăмăлçах, япшар, тарават; йăпăл-йăпăл. Ара, епле килпетлĕ çынсемпе ваç-ваç пурăнать те. К-н, 1985, 10 /, 6 с. Хе-хе, çаврăнуçăллăрах пулмалла пирĕн. Çынсемпе ваç-ваç калаçма мансах пыратпăр. К-н, 1985, 21 /, 3 с. Пуçлăхсемпе ваç-ваç пурăнать те хваттерне те тӳрех илчĕ. ХС, 1994, 32 /, 2 с. Çитмĕле çитнĕ шур сухалпа урлă калаçса намăс курам мар... Унпа ваç-ваç юлас. А.Т.-Ыхра, 2000, 13 с.