видеокассета - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Видеопленкăна упракан лап-така, тăваткăл кăшкар; видеопленкăпа йĕнни. 1994 çулта... Шупашкарти «Контур» заводра «СВС» видеокассетăсем кă-ларассине йĕркеленĕ. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Çĕнтерӳçĕсене... аудио- тата видеокассетăсемпе клипсем хатĕрлеме, ятарлă концертсем йĕркелеме пулăшăпăр. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «ИЦ-Контур» общество цехĕнче ... видеокассетăсене пушкарлакан хатĕр пулнă. К-н, 2002, 16 /, 15 с. 2. Видеопленка çине тӳрех е куçарса çырнă информаци (тĕсл., видеофильм, кинофильм видеокопийĕ). «Еткерте» çыр-тарса илнĕ видеокассетăна ярса Никоноровасен юррине итлетĕп. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Килте «Однажды в Америке» фильм видео-кассетине пăхнă. ÇХ, 2000, 6 /. 5 с. Вулавăш фондне Айхи ... видеокассетăсемпе тата Франци поэчĕсен сăввисен пуххипе пуянлатрĕ. Х-р, 12.04.2001, 1 с. — чăвашла видеокассета (Х-р, 21.03.1996, 2 с.).