вульгарлă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Пăсăк, тӳрккес, урмăш; тӳнтерле (туп.). Ватта юлнă хĕртен те «таса» вульгарлă социологсем. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /. 52 с. Вĕсем [критиксем] вульгарлă социологизма пăрахса (ăна тахçанах сивленĕ ĕнтĕ), ытларах илемлĕхе тĕпчемелле тесе темиçе те каларĕç. Ип.Иванов //Я-в, 1991, 3 /, 19 с. Теори пайне ют япаласем кĕртсе янине пула программăра вульгарлă социологи тени пысăк вырăн йышăнать. Г.Федоров //ХШ, 1999, 2 /, 111 с. 2. Килпетсĕр, килĕшӳсĕр, латсăр. «Стриптиз» тени Америкăран килсе ернĕ чи вульгарлă эстрадăн хăйне уйрăм тĕслĕхĕ пулать. Уйăп М., 1966, 313 с. Эстрада валли çырнă юрăсем те темле вульгарлă илтĕнеççĕ. КЯ, 25.10.1990, 4 с. — ВЧС, 1971, 102 с.; ВЧС, 1951, 84 с.