гамбургер - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хăпарту çуррисем хушшине хунă ĕне аш котлечĕ; Гамбург бифштексĕ. Çакă [мăнтăрлăх] нумай чăмлама юратнинчен килет ĕнтĕ, тăтăшах пицца, гамбургер çитереççĕ. ÇХ, 23.10.1998, 2 с. Америка йăлипе бутербродпа, гамбургерпа апатлансан ... пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççĕ. С-х, 2000, 40 /, 2 с. Асатте-асаннесен апат-çимĕçне хаклама пĕлместпĕр. Темле «гамбургерсем» çывăхрах пирĕншĕн. Х-р, 29.05.2001, 2 с. — сĕтеклĕ гамбургер (С-х, 2000, 15 /, 4 с.)