грейпфрут - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Тропик çывăхĕнче ӳсекен цитрус йышши йывăçăн апельсинран йӳçекрех çимĕçĕ. Географи вĕренме халĕ шкула мар, пĕр-пĕр лавккана каймалла, ... кокос мăйăрĕсем — Доминик утравĕнчен, грейпфрут — Итали çимĕçĕ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Цитруссене, мандаринтан пуçласа грейпфрут таранах, ... кăмăллаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Ирхине çур грейпфрут çийĕр е 120 грамм грейпфрут сĕткенĕ ĕçĕр. С-х, 2000, 40 /, 4 с.