гуманитари - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Халăхсен культурипе историне ăнлантаракан пĕлӳ; ăс-хакăл культури. МВТУ, Физтех пек аслă шкулсенче те гуманитари, искусство кафедрисем уçма пуçларĕç. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Гуманитарие аван чухлакан ача... ХС, 1999, 16 /, 2 с. — гуманитари предмечĕсене вĕрентекенсем (КЯ, 24.02.1989, 4 с.); гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ (Х-р, 29.07.1998, 3 с.); гуманитари университечĕ (Х-р, 25.08.1998, 2 с.); гуманитари вĕрентĕвĕ, гуманитари пĕлĕвĕ (ХШ, 1999, 2 /, 55—56 с.); гуманитари класĕ (ÇХ, 1999, 12 /, 12 с.); гуманитари факультечĕсем (ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с.); гуманитари дисциплинисем (Я-в, 2000, 5 /, 54 с.). 2. Çынлăх, чунлăх, ыркăмăллăх (туп.). Унта [конгреса] хутшăннисем çарпа политика, экономикăпа гуманитари ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Х-р, 10.09.1992, 2 с. Кунта кăшт леш... гуманитари пулăшăвĕ текеннине параймĕç-ши. Я-в, 1995, 10 /, 110 с. Гуманитари пулăшăвĕпе Чечен çĕрне çитсен пирĕн машина патне пĕр салтак чупса килчĕ. ÇХ, 1998, 45 /, 5 с. 3. Халăхсен историйĕпе культурине (чĕлхине, сăмахлăхне, философине т.ыт.) тĕпчекен-вĕренекен çын. Ăна сутса пуйăпăр, вара гуманитарисене словарь çырса кăларма укçа хывăпăр. Х-р, 30.04.1992, 3 с. Манăн вăтам тата аслă шкулта вĕрентекен гуманитарисене ăнланмалла сăмахсар курас килет. Х-р, 16.05.2002, 3 с.