демократизаци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Çĕршыва демократилени, гражданла обществăн тата право патшалăхĕн паллисене çирĕплетсе пыни, çын прависемпе ирĕкĕсене пурнăçа кĕртни. Хальхи вăхăтри ансатах мар пурнăçа çĕнетӳ, хуçалăх расчечĕ, демократизаци, уççăнлăх сăмахсемсĕр ăнланма çук. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Хрущев вăхăтĕнче пуçланнă демократизаци юхăмĕ чăваш критикине те хăюллăрах шухăшлав вĕрсе кĕртнĕ. ТА, 1990, 12 /, 62 с. — демократизаци тапхăрĕ, демократизаци процесĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 4 с., 21 с.).