деноминаци - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., экон., фин. Укçа-тенке çĕннипе улăштарса çĕршыв укçине тĕреклетни, унăн хаклăхне ӳстерни. Кĕске тапхăртах архаизм пулса тăнă «пус» сăмах чĕрĕлет, деноминаци çывхарать. ÇХ, 1997, 50, 2 с. Кăшт пурăнсан деноминацичченхи хаксене тепĕр хут хăваласа çитĕпĕр-и ĕнтĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 3 с.