драмтеатр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Литература хайлавĕсене (пьесăсене) сцена çинче выляса кăтартакан учреждени; драма театрĕ. Драмтеатр çуртĕнче иртекен юбилей каçне те хутшăнмасăр юлма çук. ХС, 1999, 130 /, 1 с. Çичĕ çул К.Иванов ячĕллĕ драмтеатрта артистра ĕçлерĕм. Ар, 2001, 7 /, 1 с. — Чăваш академи драмтеатрĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 187 с.).