жириновец - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Раççейри либерал-демократсен В.В.Жириновский ертсе пыракан партийĕнче (РЛДП) тăракан е унăн интересĕсене хӳтĕлекен çын. [Суйлавра] жириновецпа националист 3—5-шер процент пухĕç, анпиловец — тата сахал-тарах. Х-р, 9.01.1998, 1 с. Кунти [Шупашкарти] жириновецсем хушшинче самай пысăк ятлă-сумлă тепĕр çын та пур. Вăл — çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи РЛДП членĕсен ертӳçи. ÇХ, 1999, 4 /, 2 с. Жириновецсен фантази тени вăйлă çав. ÇХ, 1999, 13 /, 3 с. Думăна лекнĕ ... «жириновецсем» тӳрех çĕнтерӳçĕсем [РФКПпа «Пĕрлĕх»] майлă çаптарма тытăнчĕç. Х-р, 25.05.2001, 1 с.