зодиак - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хĕвелĕн çулталăкра 12 çăлтăр ушкăнĕ витĕр иртекен çавра çулĕ (вуникĕ паллăллă пĕрлĕх). Çу уйăхĕн 21-мĕ-шĕнчен пуçласа ... хĕвел Зодиакăн Йĕкĕрешсем палли тĕлĕнче тытăнса тăрать. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Зодиак Тигрне алла вĕрентме тăрăшакансем. ÇХ, 1998, 1 /. 1 с. Зодиак паллинчи ăнăçсăр кунсем. ЧХ, 2000, 34 /, 8 с. Зодиак палли тăрăх эпĕ Сурăх, хĕр тусăм — Скорпион. Ар, 2001, 21 /, 3 с.