имам - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Мăсăльмансен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ; мечĕтре кĕлĕ ирттерекен аслă мулла. Çулла вăл [Хаким] Тукай ялне муллапа тата имампа килнĕччĕ. К.Турхан, 1967, 120 с. Республикăмăрти мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ А.Крганов муфтий тата унăн çумĕ, Шупашкар имамĕ А.Хайбуллаев журналистсемпе тĕл пулчĕç. Х-р, 4.11.1999, 1 с. Тутар Республи-кинчи Пăва хулин имамĕ Ильсур Хазрат. Х-р, 25.07.2000, 4 с. — мечĕт имамĕ (Х-р, 18.10.1996, 1 с.); — ВЧС, 1971, 252 с.