инвестор - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., экон. Инвестици (капитал) хывакан çын е юридици сăпачĕ (туп.). Инвесторсене суйласа илмелли конкурс; инвесторсен условийĕсене тĕпе хурса тунă килĕшӳ. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Эпĕ хам инвесторсем тупма тăрăшрăм, мĕншĕн тесен Раççей çав завода пăрахрĕ. Х-р, 22.02.1997, 1 с. Тулашри инвесторсем Чăваш ене инвестици хывĕç-ши ун чухне. ХС, 1999, 15 /, 2 с. Завода «Лидер-Трейдинг» компани ячĕпе инвесторсем килнĕ. ЧÇ-й, 2001, 2 /, 4 с. — инвесторсене явăçтар (Х-р, 29.05.2001, 2 с.); инвесторсене шыра (Х-р, 23.08.2001, 2 с.); инвесторсен пулăшăвĕ (Х-р, 16.11.2001, 1 с.). — ВЧС, 1971, 254 с.