какайçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Выльăх пусса тирпейлекен е аш-пăшпа сутă тăвакан çын. Какайçăсем сĕвеççĕ ... тир. А.Т.-Ыхра, 2000, 132 с. Унăн паян тĕп пасарти Суханов какайçăпа пикник вĕт. Ар, 2002, 40 /, 3 с. Ĕмĕре ирттерĕп, ... пултаруллă кĕтӳçĕ е какайçă пулма пултарнине пĕлмесĕрех несĕлсем патне кайăп. Ар, 2002, 41 /, 2 с.