каратэ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Яппунсен хĕç-пăшалсăр хӳтĕленмелли меслетлĕхĕ (туп.) çинче никĕсленнĕ спорт кĕрешĕвĕн тĕсĕ, чи сисĕнкĕллĕ вырăнсене çара алăпа е урапа тивертсе тапăнакана çĕнме тăрăшни. Каратэ е самбо меслечĕсене алла илмелле учительсен. К-н, 1982, 21 /, 11 с. Çамрăк чухнех Давид самбо, дзюдо тата каратэ мелĕсене... лайăх вĕренсе çитнĕ. М.Сунтал, 1990, 132 с. Хăвна кӳрентерсен каратэпе сыхланни пулнă-и. Т-ш, 1999, 32 /, 1 с. — каратэ секцийĕ (К-н, 1982, 17 /, 6 с.; Х-р, 20.06.1997, 4 с.; Т-ш, 1999, 4 /, 11с.); каратэ клубĕ (Д.Гордеев, 1988, 261 с.); каратэ ăсти (ÇХ, 1998, 45 /, 2 с.); — контактлă каратэ (Х-р, 20.06.1997, 4 с.; ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.; С-х, 2000, 14 /, 1 с.); каратэ-кекусинкай (ÇХ, 1997, 28 /, 3 с.); сето-кан каратэ (Ар, 2002, 19 /, 2 с.).