кафе-бар - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Эрех-сăра тата çыртмалли сĕнекен пĕчĕкçĕ ресторан. Вулав залĕнче «кафе-бар» уçăлнă. ÇХ, 1997, 20 /, 7 с. Çакăнтах кафе-бар, столовăй, типографи, акт залĕ вырнаçĕ. Х-р, 28.04.1999, 3 с. Çав туссем ĕçрен тухсан, хăшĕсем формăпах, кафе-барсенче ларма юратаççĕ. Ар, 24.07.2001, 3 с.