кăтартуллă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Курăмлă, пĕлтерĕшлĕ, тивĕçлĕ; типлă, характерлă. Пуринчен ытла кӳршĕсемшĕн ... Курдаев меслечĕпе паллашни кăтартуллă. А.Талвир, 1952, 66 с. Мистикăллă, синкерлĕ тĕнчетуйăмăн кăтартуллăрах енĕсем ... çинчен калаçни те кирлĕ Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6 с. Пирĕн вăхăтшăн çĕршыври вăрçăсемпе хĕç-пăшаллă хирĕçӳсем кăтартуллăрах. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Уншăн çынлăх тени питĕ кăтартуллă. ÇХ, 18.09.1998, 3 с. Çил пек вĕçтерсе çӳресси те уншăн кăтартуллă мар. ÇХ, 1999, 10 /, 2 с. — ВЧС, 1971, 784 с., 840 с.