кĕпĕрне - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. Патшалăхăн администраци-территори сыпăкĕ, облаçăн хальлĕхе официаллă мар ячĕ. Мĕн пур облаçра (кĕпĕрнере) пĕрешкел бюджет тытăмĕ тата налук политики пулĕ. Х-р, 6.05.1996, 2 с. Федерализм малашлăхĕ кĕпĕрнере мар [Пуçелĕк]. Х-р, 3.09.1996, 2 с. Жириновский «кăйкăрĕсем» ... çичĕ пысăк кĕпĕрне туса хума сĕннĕ. ÇХ, 1999, 13 /, 3 с. Пирĕн пек халăхсен республикисене пĕтерсе кĕпĕрнесем çеç хăвармалла текен В.Жириновский... ХС, 1999, 27—28 /, 4 с. — кĕпĕрне юбилейĕ (К-н, 2002, 7 /, 5 с.).