килпетсĕрлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Киревсĕрлĕх, килĕшӳсĕрлĕх, намăссăрлăх. Хăçан вăраннă-тăр ку килпетсĕрлĕх, ... унри пĕчĕк-пĕчĕк вĕчĕлтетӳ, ... пысăк-пысăк тарăху-вĕчĕрхенĕве куçса, пур ыррине шаларан шала таптаса кĕртме тытăннă. Хв.Агивер, 1984, 42 с. Вăрнарти килпетсĕрлĕхсем. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Кунта С.Асаматăн айăпĕ çук, паллах. Сăлтавĕ — хăшĕ-пĕрисен килпетсĕрлĕхĕнче. А-и, 2000, 1 /, 8 с.