киçтĕк - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Сăрăпа ӳкермелли, сăрламалли хатĕр; кисть. [Картинăри] хĕр кĕлеткине киçтĕкпе унтан-кунтан тĕккелесе те пăхрĕ — пăсать кăна. В.Эктел, 1996, 105 с. Киçтĕкпе, сăрăпа ĕçлесси вĕсен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. ЧТ, 28.02.1998, 4 с. Киçтĕк илсе пĕр йĕр çеç тăвĕ-и вăл — çакă та ăна хавхалантарĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. Чӳрече сăрлама кăна ĕлкĕреймен, киçтĕк тупайман. Ар, 2001, 20 /, 3 с. — художник киçтĕкĕ (П.Афанасьев, 1985, 46 с.); ӳнерçĕн киçтĕк вылянăвĕ (Юрий Зайцев, 1990, 5 с.); ятарлă киçтĕк (КÇ, 2000, 35 /, 3 с.); кивĕ киçтĕк (Ар, 2002, 13 /, 4 с.); — киçтĕкпе усă кур (Х-р, 15.03.1994, 4 с.); киçтĕк тыт (Х-р, 6.04.2001, 3 с.); киçтĕк ăстала (Ар, 2001, 20 /, 3 с.); сăрă-киçтĕкпе чирле (ÇХ, 2001, 34 /, 8 с.).